Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Елчӗк тата Шупашкар районӗсенче пулнӑ.
Муниципалитетсенчи ҫулталӑк пухӑвне республикӑна ертсе пыракансем хӑйне евӗр пайланса кайнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Елчӗк тӑрӑхне унти Лаш Таяпара ҫуралса ӳснӗ Юрий Попов (вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи), Шупашкар районне Михаил Игнатьев Элтепер (вӑл Янӑш тӑрӑхӗнчи Тӑманакассинче, халӗ ку ял Кӗҫӗн Турхан урамӗ шутланать, ҫуралнӑ) кайнӑ.
«Район малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр. Ҫамрӑксем ялтах юлччӑр. Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеччӗр», — тенӗ Михаил Васильевич Шупашкар районӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхине пӗтӗмлетме И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче пуҫтарнӑ пухура.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин Юрий Поповӑн пресс-ҫыруҫи Ольга Панова малашне республикӑн правительствинче ӗҫлӗ.
Ольга Панова - пресс-ҫыруҫӑ кӑна та. Вӑл Чӑваш наци телекуравӗнче информаци кӑларӑмне те ертсе пырать. Хастар та ӳркенменскер блогер пирки те Рунетӑн республика шайӗнчи анлӑшӗнче палӑрса тӑрать. Блогер пулнӑ май вӑл, сӑмах май, самай тӳррӗн те уҫҫӑн ҫырать, пурнӑҫри ҫивӗ ыйтусене хускатать.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне Ольга Панова Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн куҫнӑ. Унччен премьер-министрӑн пулӑшуҫин вакансийӗ темиҫе уйӑх пушӑ пулнӑ.
Ольга Панова Иван Моторин премьер-министр пулӑшуҫине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин парламенчӗн пресс-службинче ҫыруҫа вакансийӗ вӑхӑтлӑха пушанса юлнӑ.
Паян прокуратура ӗҫченӗсем ҫак органа йӗркеленӗренпе 294 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе паллӑ тунӑ.
Республикӑри ҫак тытӑмра ӗҫлекенсене Сергей Легостаев прокурорсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов саламланӑ.
Кирек епле уяври пекех унта чыславсем те пулнӑ. Юрий Попов спикер республика прокуратурин пай пуҫлӑхне Дмитрий Теллина тата Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫине Рузалия Шафрутдинова Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен ҫынсен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет тесе палӑртнӑ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 34-мӗш сессие пухӑннӑ. Сесси хӗрӳ иртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха.
Сессире депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси ҫинчен» ятли те пулнӑ.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ. Ун пирки пуҫласа ҫуллах калаҫнӑччӗ. Петр Краснов депутат ертсе пыракан, социаллӑ ыйтусемпе тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитет ӑна пуҫласа сӳтсе явнӑ чух саккуна хӑвӑрт йышӑнма май ҫуккине, ӑна тӗплӗн сӳтсе явмаллине палӑртнӑччӗ.
Улшӑнусем пирки каласан, саккунӑн 10-мӗш статйине, сӑмахран, референдум ирттерессипе ҫыхӑннӑ хута епле чӗлхепе ҫырассине ылмаштарнӑ. Маларах вырӑсла ҫырмалли пирки каланӑччӗ. «Кирлӗ пулсан чӑвашла тата ытти халӑх чӗлхипе» шухӑша палӑртнӑччӗ. Халӗ вырӑсла тата чӑвашла ҫырасси тата пичетлесси пирки каланӑ. Кирлӗ пулсан ытти халӑх чӗлхипе пичетлессине асӑннӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пысӑках мар хӑш-пӗр улшӑну пур.
Паян «Хыпар» издательство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова пулнӑ. Кун пирки хыпарланинче хаҫатҫӑсем Алена Аршинова Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Хыпарҫӑсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Алена Аршинова издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Михаил Арланова пуҫлӑха ларнӑ ятпа саламлама килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ӑна тинтерех лартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Михаил Арланов Алена Аршиновӑна «Хыпар» хаҫат 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 110 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк медиахолдингсенчен пӗри пулнине, пӗтӗмпе 15 хаҫат-журнал кӑларса тӑнине каласа кӑтартнӑ. Депутат хаҫатҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин Патшалӑх канашне тата ҫавӑн пекех юстици министерствипе Чӑваш Республикин прокуратурине ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ. Пирӗн пата лекнӗ ҫыру копийӗпе килӗшӳллӗн вӗсем Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑсакансене явап тыттармалли майсем кӗртме ыйтаҫҫӗ.
Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» хастарӗсем юлашки вӑхӑтра Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккуна вӗҫӗмсӗр пӑснине сахал мар тупса палӑртни пирки асӑннӑ, уйрӑмах 3-мӗш статьян 2-мӗшпе 6-мӗш пункчӗсене, 11-мӗш статьян 5-мӗш пунктне, 16-мӗш тата 22-мӗш статьяна, ҫавӑн пекех 20-мӗш статьян 1-мӗшпе 3-мӗш пункчӗсене пӑсаҫҫӗ иккен. Тупса палӑртнӑ кашни кӑлтӑк пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ патне те Чӑваш Республикин Прокуратурине те сахал мар систернине пӗлтереҫҫӗ. Чӗлхе саккуне пӑснин сӑлтавӗсенчен пӗри — ӑна пӑснишӗн саккунсенче яваплӑха палӑртманнинче тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май «Ирӗклӗх» хастарӗсем Патшалӑх канашне ятарлӑ саккун проектне хатӗрлеме ыйтаҫҫӗ, юстици министерствине ҫак ӗҫе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ, прокуратурӑна — чӗлхе саккуне пурнӑҫласси мӗнле шайра пулнине тишкерме тата тивӗҫлӗ яваплӑх тыттарма ыйтаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ, унта пӗртен пӗр ыйтӑва — Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртессине сӳтсе яврӗҫ, усӑллӑ сӗнӳсем тӑратрӗҫ.
Ларӑва Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Чӗлхе комиссийӗн ларӑвне ятарласа чӗннипе Булатова Эльвира Александровна — Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ — килнӗ, вӑл ҫак улшӑнусене мӗнле сӑлтавсене пула кӗртнине, мӗнле Федераллӑ саккунсем ҫине таяннине ӑнлантарса пачӗ.
Чи тавлаштаракан улшӑнусен шутне саккунри 10-мӗш статья кӗнӗрен ун пирки самай калаҫрӗҫ. Чӗлхе комиссийӗн йышне кӗрекенсем референдум-суйлав таврашӗнче чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе пӗр тан усӑ курмалли пирки сӗнчӗҫ. Улшӑнусенче вара пирӗн тӑван чӗлхепе май пулсан ҫеҫ усӑ курмалла ҫырса хунӑ. Яковлев Пётр Яковлевич калашле кунашкал йӗрке чӑваш чӗлхине суйлавра патшалӑх чӗлхинчен антарса тутар е ирҫе чӗлхисен шайне ҫитернипе пӗрех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |